Ака уйăхĕн 22 –мĕшĕнче Анат Кăмаша ял вулавăшĕнче «Чăваш чĕлхи – эс вĕҫĕмсĕр тĕнче» вулав сехечĕ иртрĕ. Вулав сехетне пуҫламăш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Тĕлпулура Кузнецова В.В. библиотекарь чăвашсене çутта кăлараканĕ, чăвашсен шкулне уçаканĕ, чăвашсен алфавитне тăваканĕ И. Я. Яковлев пурнăҫĕпе пултаруллăхĕ çинчен каласа пачĕ. И. Я. Яковлевăн пĕрремĕш чăваш букварĕ çинчен каласа пачĕ, ача – пăча калавĕсемпе паллаштарчĕ. Ачасем чăваш ҫыравҫисен П.Хусанкай, Ю.Сементер, В. Давыдов – Анатри, Я. Ухсай сăввисене вуларĕҫ.
Тĕнчери кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Ҫак чĕлхе пур чухне чăваш халăхĕ те пур. «Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет»,- тенĕ И. Я. Яковлев.
Чăваш ача – пăча литературинче чăннипех те паллă йĕр хăварнă çыравçă – классик – Иван Яковлевич Яковлев. Ача – пăча литератури пирки сăмах пуçарсан тӳрех унăн пултаруллă ячĕ мала тухать. Вулавăшра И.Я.Яковлев çуралнă кунĕ ячĕпе, тата чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне «Чăн чăвашлáх манра упранать» кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ.
Ачасем килĕсене чăваш çыравçисен кĕнекисене вулама илсе кайрĕç. Кĕнекесем мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентеççĕ.