Тăван чĕлхе – таса çăлкуçĕ

Тĕнчери кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. çак чĕлхе пур чухне чăваш  халăхĕ  те пур. «Чĕлхе пĕтсен, халăх та пĕтет,»- тенĕ И.Я.Яковлев.

Самана улшăнса çĕнелчĕ. Чăваш чĕлхи те халăхпа пĕрле хăйĕн чапне ÿстерчĕ. Чăваш каччи çăлтăрсемпе чăвашла калаçрĕ. Петĕр Хусанкай «Эп – чăваш ачи» сăвă  çырса савăнтарчĕ. çак сăвăран пуçланчĕ паян шкулта «Тăван чĕлхе – таса  çăлкуçĕ» сăвă   вулакансен конкурсĕ. Конкурса пуçламăш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Филиппова Дина «Ешĕл туссем» (Петĕр Ялкир) тата Иванов Максим «Анне» (Вăрăм Палюк) сăвăсем каласа парса пĕрремĕш вырăна  пайларĕç. Мала тухнисем грамотăна  тивĕçрĕç.