Чăваш тĕрри! Мĕн ĕлĕкрен – авалтан вăл çынсене тĕлĕнтернĕ, савăнтарнă.
Пирĕн халăх тĕррине тĕнчипех пĕлеççĕ. Вĕсене çынсем тĕрленине ĕненес те килмест. Чăваш тĕрри ытти халăх тĕррисенчен кăткăс, илемлĕ, тăпăл- тăпăл тата хăйне евĕрлĕ уйрăлса тăрать. Çиппе тĕрленĕ тĕрĕсем тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе, вĕтĕ шăрçасемпе, авалхи вăхтра вара ылтăн, кĕмĕл, туй(бронза) эрешсемпе , хаклă йышши чулсемпе килĕшсе тăнă.
Паян шкул ачисем ĕç урокĕнче чǎваш тĕрри-эрешĕ çинчен каласрĕс. Вĕрентекен чǎваш ǎстаçǎсем çинче чарăнса тăчĕ. Чǎваш çĕрĕ яланах талантсемпе пуян пулнǎ, халĕ те пуян. Вĕсен хушшинче тĕрĕ ǎстисем те пур: Е.И.Ефремова, В.А.Прохорова, Е.Н.Жачева. Ачасем çак ǎстасен ĕçĕсемпе презентацинче паллашрĕç.