Паян пирĕн шкулта «Чăн чăвашлăх манра упранать» вулав сехечĕ иртрĕ. Вулав сехетне Анат Кăмашари пуçламăш класри вĕренекенсем хутшăнчĕç. Тĕлпулура библиотекарь Кузнецова В.В. чăвашсене çутта кăлараканĕ, чăвашсен шкулне уçаканĕ, чăвашсен алфавитне тăваканĕ И. Я.Яковлев çинчен каласа пачĕ . Чăваш ача- пăча литературине чăннипех те паллă йĕр хăварнă çыравçă- классик – Иван Яковлевич Яковлев. Ача-пăча литератури пирки сăмах пуçарсан тÿрех унăн пархатарлă ячĕ мала тухать. Вулавăшра И.Я.Яковлев çуралнă тата чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне «Чăн чăвашлăх манра упранать» кĕнеке выставки хатĕрленĕ.