П. Хусанкай – чăваш поэзийĕн улăпĕ

Чăваш халăх поэчĕ П.П. Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Ҫак юбилей ячĕпе Ҫĕмĕрлери  вăтам шкулта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.

  Кăрлачăн  20- мĕшĕнче 7-8 классенче вĕренекенсемпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Краснова Л. Г. Петĕр Хусанкай пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен «П. Хусанкай – чăваш поэзийĕн улăпĕ»калаçу ирттерчĕ. Калаçу  презентаципе усă курнăран питĕ курăмлă та кăсăк пулчĕ.  Ачасем П. Хусанкай çинчен нумай çĕннине пĕлчĕç. Юлашкинчен вĕренекенсем хушшинче ăмăрту пулчĕ.  Ку ăмăрту Хусанкай творчествине чи лайăх пĕлекенсене палăртрĕ. Чи пултаруллисем  мухтава тивĕçрĕç.