Чăваш апат-çимĕçĕ

Ҫĕмĕрлери вăтамшкулта халăхсен туслăхĕн эрни пырать. Краснова Л. Г. «Чăвашапат-çимĕçĕ» презентаци ирттерчĕ».

Мероприяти тĕллевĕ: Чăвашсен тыра-пулăран, ӱсен-тǎранран, выльǎх-чěрлĕх юр-варĕнчен тăвакан апат-çимĕçсене аса илесси; тырă-пулă тăвакан çынсене хисеплеме, çăкăра перекетлеме вĕрентесси; тăванхалăх культурине юратма вĕрентесси.

Вĕрентекен ачасене чăваш халăхĕн апат-çимĕçĕпе паллаштарчĕ.

1.Тыр-пултан хатěрленě апат-çимěç

2. Ӱсен-тǎранран хатěрленě апат-çимěç

3. Выльǎх-чěрлĕх юр-варĕнчен хатĕрленĕ апат-çимĕç¸

4.«Чǎваш çǎкǎрě»

5. «Аш апачĕ»

Вĕренекенсем килте çак апат-çимĕçрен хăшне хатĕрленине, вĕсен рецептчĕсене каласа пачĕç. Ҫавăнпекех ку мероприятире апат- çимĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахсене, сăнавсене аса илчĕç.

Юлашкинчен вĕренекенсем кроссворд шутларĕç. Чăваш апат-çимĕçĕсен ячĕсене туртса тухсан юлна сас паллисенченч ăвашсен чи сумлă апачĕн ячĕ вуланать.

Вĕрентекен мероприятие çак сăмахсемпе вĕçлерĕ: «Ҫапла вара эпир сирĕнпе паян чăваш апат-çимĕçĕсем патĕнче ханара пулса куртăмăр. Авалтан пыракан сумлă та техĕмлĕ чăваш апачĕсене аса илтĕмĕр. Эпир вĕсене вăхăтран-вăхăта çисе пăхма та пултаратпăр».