Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сире Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Çак праçник çирĕп чунлă та хăюллă, Тăван çĕр-шыва тăшманран яланах шанчăклăн сыхланă тата ăна халĕ те çаплах тивĕçлипе сыхлакан паттăр çынсен уявĕ.
Çар – çĕр-шывăмăрăн хăрушсăрлăхĕпе тăнăçлăхĕн гаранчĕ. Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен хăюлăхĕпе çапăçури ăсталăхĕ, чăтăмлăхĕ тата тăван çĕре чунтан юратни мирлĕ халăха пуласлăха шанчăклăн кĕтме май параççĕ.
Паян çамрăк ăру геройсен паттăрлăхне пĕтĕм чунтан сума суса асра упрать тата Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен чаплă çар йăлисене тивĕçлĕн çĕнетсе пырать. Чăваш Енре хăюллă ачасем кадет шкулĕсенче пĕлÿ илеççĕ, шкул пĕтернĕ çамрăксем Суворов училищисене тата çар академийĕсене вĕренме кĕреççĕ.
Килес ăрури çамрăксем те, хăйсен ашшĕсемпе аслашшĕсем пекех, Тăван çĕр-шывăмăрăн интересĕсене шанчăклăн сыхласса тата çирĕппĕн хÿтĕлессе, çĕр-шывпа республика ырлăхĕшĕн çине тăрса ĕçлессе, Раççей Федерацийĕнче тăнăçлăхпа çирĕплĕхе тивĕçлипе сыхласа упрассишĕн пĕтĕм вăйне парса тăрăшасса шанатăп.
Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисем паян нумай-нумай саламлă сăмахпа ырă сунăм, ăшшăн тав тунисене йышăнĕç. Сирĕн пурнăçăрти кашни кунах телейпе тата савăнăçпа, çывăх çыннăрсен вĕçĕмсĕр юратăвĕпе тулли пултăр.
Пурсăра та çирĕп сывлăхпа паттăрлăх, чун çирĕплĕхĕпе иксĕлми ырă шанăç, çитĕнÿсем тата лайăх кăмăл-туйăм сунатăп!
Чăваш Республикин
Пуçлăхĕ М.Игнатьев
Уважаемые соотечественники! Хаклă ентешĕмĕрсем!
Поздравляю вас с Днем защитника Отечества!
Это праздник сильных духом и мужественных людей, тех, кто оберегал и оберегает нашу Родину от неприятеля.
Армия – гарант безопасности и спокойствия страны. Мужество, боевое мастерство, стойкость и патриотизм защитников Родины вселяют в мирных жителей уверенность в завтрашнем дне.
Сегодня молодое поколение свято чтит подвиги героев и возрождает славные армейские традиции в Вооруженных Силах России. В Чувашии смелые ребята обучаются в кадетской школе, многие выпускники поступают в суворовские училища и военные академии.
Уверен, будущие поколения молодых людей станут так же достойно, как их отцы и деды, оберегать и отстаивать интересы своей Родины, трудиться на благо страны и республики, приложат все силы для сохранения мира и стабильности в Российской Федерации.
В этот день все защитники Отечества услышат много поздравлений, искренних, теплых слов благодарности. Пусть каждый ваш день будет наполнен счастьем и радостью, вниманием и заботой близких людей.
Желаю всем крепкого здоровья, мужества, силы духа, неиссякаемого оптимизма, успехов и хорошего настроения!
Глава
Чувашской Республики М. Игнатьев