«Мĕн-ши вăл сăпайлăх?»

Çĕмĕрлери вăтам шкулăн 7-мĕш класĕнче Толерантлăх куне халалланă «Мĕн-ши вăл сăпайлăх?» диспут  иртрĕ. Диспута Краснова Л. Г.  паллă педагог Я. А. Коменский 1653-мĕш çулта çамрăксен хăйсене мĕнле тытмалли çинчен хатĕрленĕ правилăсемпе паллаштарнинчен пуçларĕ.

Ун хыççăн ачасем диспут ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç, кашни вĕренекен хăйĕн шухăшне юлташĕсене ăнлантарма тăрăшрĕ.

Диспута вĕçленĕ май ачасем пĕр-пĕринпе туслă та килĕштерсе пурăнма,  харпăр хăйне сăпайлă тытма калаçса татăлчĕç.