Вĕренекенсене пур енчен те ăслă-тăнлă, йĕркеллĕ, ырă кăмăллă пулма вĕрентес тĕллевпе
Çĕмĕрлери вăтам шкулăн 6-мĕш класĕнче Краснова Л. Г. «Чыс – тупра, ăна ачаран упра» ятпа çавра сĕтел йĕркелесе ирттерчĕ. Çавра сĕтелре вĕренекенсем чыса, хисепе тивĕçлĕ пулас тесен пур енчен те йĕркеллĕ, ырă кăмăл-сипетлĕ, пуян чун-чĕреллĕ, ĕçчен те ăслă-тăнлă пулмалли, ĕç йĕркине çирĕп пăхăнмалли пирки калаçрĕç. Вĕренекенсен шучĕпе, ĕç тĕлне пĕлмесĕр çапкаланса çÿремелле мар, тĕллевсĕр-ĕмĕтсĕр пурăнмалла мар.
Юлашкинчен класс ертÿçи Краснова Л. Г. пĕтĕмлетÿ турĕ: «Çак туйăм сирĕн чун-чĕрере илемлĕх, хĕрхенÿлĕх, управлăх çуратсан, эсир чăнах та чыспа хисепе тивĕç çын теме пулать. Чыса, сипете, тивĕçе çĕнсе илсен вара вĕсене çухатмалла мар».