Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ Я.Г.Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитет. Çак паллă куна халалланă уявсем республикăри культура тата вĕренÿ учрежденийĕсенче юпа-чÿк уйăхĕсенче пыраççĕ.
Паян пирĕн шкулти 2 - 4 – мĕш класс ачисем Я.Г. Ухсай пурнăçĕпе пултарулăхĕпе паллашрĕç. Класс ертÿçи Архипова Т.М. ачасене поэтăн хайлавĕсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех ачасем Я.Ухсайăн тăван ялĕнче курăмсăр экскурсире пулчĕç.
Ачасемшĕн Пушкăрт çĕр-шывĕ, поэтăн пултарулăхĕ питĕ кăсăклă пулчĕ. Я.Ухсайăн çуралнă кунĕ тĕлне поэтăн сăввисене вулакансен конкурсне ирттерме калаçса татăлчĕç.