Ухсай Яккăвĕн юбилейне халалласа

Çĕмĕрлери вăтам шкулта юпа уйăхĕн 10 -16 –мĕшĕсенче «Сăвă çыратпăр хамăрах» ятпа  5- 7  классенче вĕренекенсем хушшинче çамрăк поэтсен конкурсě пулса  иртрĕ. Ку ăмăртăва Ухсай Яккăвĕ 100 çул тултарнине халалласа чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Краснова Л. Г. йĕркелесе ирттерчĕ.

Ăмăрту 2 тапхăрлă пулчĕ. Пĕрремĕш тапхăрта ачасем эрне хушшинче тĕрлĕ сăвăсем хайларĕç.  Иккĕмĕш тапхăрта вара чи пултаруллисем юлташĕсем умĕнче хăйсен сăввисене вуласа кăтартрĕç.

Мала тухнă ачасене чÿк уйăхĕн 29-че - Ухсай Яккăвĕн çурлнă кунне - парнесем кĕтеççĕ.