Ĕнер Михаил Игнатьев Президент Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕ умĕнчи лапамра республикăри шкулсене çĕнĕ автобуссем пачĕ.
Чи малтанах Михаил Васильевич пурне те Вĕрентекен кунĕпе саламларĕ. «Ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем ачасен чĕрисене çунатлантараççĕ, тăван çĕре юратма вĕрентеççĕ. Илтме тата итлеме пĕлĕр. Çакă сире чи пĕлтерĕшлĕ утăмра - пулас профессие суйлама - пулăшĕ», - терĕ вăл. Вĕрентекен профессийĕ ыттисенчен уйрăлса тăнине И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Всеволод Агаков та палăртрĕ: «Педагогсем пĕтĕм чунне ачасене параççĕ. Ăнăçу пултăр!». ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов çăмăл мар профессие суйласа илнисене чăтăмлăх, çирĕплĕх сунчĕ.
Автобуссен уççийĕсене шкул директорĕсене панă май республика ертÿçи çапла палăртрĕ: «Шкул автобусĕ» программа тата «Çĕнĕ шкул» пуçару паян тухăçлă ĕçлеççĕ. Республикăри шкулсем хальхи йышши оборудованипе пуянланаççĕ, пурлăх никĕсĕ çĕнелет. Çавна май вĕрентекенсен психологийĕ чылай улшăнать: вĕсем çĕнĕ технологисене алла илсе ĕçлеме пуçларĕç. Çакă ачасене лайăхрах вĕренме, аталанма, паянхи пурнăçпа тан утма пулăшать».
Хаклă парнешĕн пурин ятĕнчен те Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкул директорĕ Снежана Гаврилова тав турĕ: «Кашни ача пултаруллă. Маларах ял шкулĕсенче вĕренекенсене ытти район центрĕсене, хуласене конкурссемпе олимпиадăсене тухса çÿреме йывăртарахчĕ. Паян вара транспорт ыйтăвĕ татăлчĕ».
Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче районсенчи шкулсем 18 автобус илнĕччĕ. Кăçал республикăна тата 34 çĕнĕ техника /37328, 6 пин тенкĕлĕх/ килнĕ. «Вĕрентÿ» наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа федераци тата республика бюджечĕн укçи-тенкипе 173 техника хатĕрĕсен /çав шутра инвалид ачасем валли ятарлă пĕр микроавтобус/ туянма май килнĕ. Ку енĕпе Чăваш Ен ытти регион хушшинче малта пулнине палăртрĕ Президент: «Кăçалхи вĕренÿ çулĕ тĕлне шкул автобусĕсен шучĕ 346-ăна çитрĕ. 1038 ялтан тĕп шкулсене куллен 14 пин ытла ачана вĕренме илсе çÿреççĕ. Малта пулма пире кашни ял патне лайăх çул çитни те пулăшать».
Ачасене турттармалли ятарлă транспортра мĕн кирли пурте çителĕклĕ. Салонта 22 вырăн, кашнинех хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе тивĕçтернĕ, шкул сумккисем валли ятарлă çÿлĕк вырнаçтарнă, «Чарăнма ыйтатăп» кнопка тата ытти те пур. 28 транспорт хатĕрĕ çине РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ГЛОНАСС аппаратурине вырнаçтарнă. Çĕнĕ автобуссемпе 2002-2003 çулсенче туяннă, хальхи вăхăт тĕлне кивелнĕ техникăна улăштарма палăртнă.
Ĕнерех Президент Правительство çуртĕнче вĕрентÿ ĕçĕнче палăрнисене Патшалăх наградисемпе чысларĕ. Вĕренекенсене халалланă уяв Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче малалла тăсăлчĕ. Пархатарлă професси ĕçченĕсене ЧР премьер-министрĕ Олег Макаров саламларĕ.
Оригинал статьи: http://hypar.ru/nws/show/32/12478/index.php?id=s06104710839