Кÿкеç лицейĕнче пысăк квалификациллĕ педагогсен коллективĕ ĕçлет. Вĕрентекенсенчен кашниех ырă сăмаха тивĕçлĕ. «Чи лайăххисенчен пĕри - истори учителĕ Роза Ясонова. Опытлă, пуçаруллă, вĕрентÿри çĕнĕлĕхсене хăвăрт алла илсе ĕçре усă куракан педагог, - тет лицей директорĕ Наталья Вершинина. - Ăна ачасем юратаççĕ, ашшĕ-амăшĕ хисеплет. Çамрăк специалистсем унран вĕренсе пыраççĕ».
Роза Николаевна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Сакăр çул Кÿкеçри 27-мĕш професси училищинче вĕрентнĕ, шкула куçни çирĕм пĕр çул.
«Кун хыççăн кун сисĕнмесĕр иртет, сывлăш çавăрса илме те вăхăт çук - шкул пурнăçĕ çав тери тулли те кăсăклă. Ачасемпе куллен хутшăнса çĕнĕрен те çĕнĕ тĕнче уçса пыратăп. Вĕсен чун-чĕри пуян, çав пуянлăха курма, вăратма кăна пĕлмелле», - палăртать Роза Ясонова.
Класс ертÿçи пулнă май вăл кашни ачинех /хăй манăн ачасем тет/ витĕр курса тăрать. 8 «а» классем унăн хÿтлĕхĕнче хăйсене питĕ хăтлă туяççĕ. Роза Николаевна вĕрентекен общество пĕлĕвĕ предмета кăмăллакан чылай. Юлашки çулсенче унпа Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытакансен йышĕ те ÿснĕ.
Сăмах май, математикăпа вырăс чĕлхи валли программа тăрăх эрнере 5-6 сехет уйăраççĕ. Общество пĕлĕвĕ вара - 1-2 сехет кăна. Паллах, çак вăхăтра ачасене ППЭре хăйсене шанчăклă туйма, политика, философи ыйтăвĕсем пирки уçăмлă шухăшлама-калаçма хăнăхтарасси çăмăл мар. Роза Николаевна юлашки çулсенче çак ĕçе информаци технологийĕсемпе усă курса чылай ансатлатма май килнишĕн савăнать. Халĕ ачасем компьютер патне ытларах туртăнаççĕ. Çакна кура Роза Николаевна кашни урока Интернетри материалсемпе пуянлатма тăрăшать. Ачасем информаци уçлăхне тухса пĕр-пĕр истори пулăмĕ çинчен каласа паракан тĕрлĕ документпа, аса илÿпе паллашаççĕ, шухăшлама, танлаштарма вĕренеççĕ. «Паян акă «Аслă Чĕрĕлÿ» темăна тишкернĕ май тĕнчери музейсемпе галерейăсенче виртуаллă экскурсире пултăмăр, - каласа парать педагог. - Ачасем çав тапхăрти паллă художниксен картинисене «курса çÿрерĕç», хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç. Тĕл пулу питĕ усăллă иртрĕ». Хăйĕн класĕпе таçта та тухса çÿрет. Ачасем пиллĕкмĕшĕнче чухне Шупашкарта экскурсире пулнă. Улттăмĕшне çитсен Болдинăна çул тытнă, çиччĕмĕшне куçсан Пенза облаçне Михаил Лермонтовăн тăван тăрăхне кайса курнă, кăçал Марина Цветаева поэтессăпа тата Надежда Дурова хĕр-кавалеристпа çыхăннă вырăнсемпе паллашнă.
Аслă квалификаци категориллĕ учителĕн, РФ пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕн Роза Ясоновăн ачисем олимпиадăсемпе ăслăлăх конференцийĕсенче те, конкурссенче те час-часах палăраççĕ. 2007 çулта çиччĕмĕш класри Иван Егоровăн патшалăх символĕсем çинчен çырнă тĕпчев ĕçне республикăра чи лайăххи тесе йышăннă, I степень Дипломпа хакланă. Пĕлтĕр «Паха тĕрĕ» фабрика пуçарнипе йĕркеленĕ «Чăваш тĕрри - республика бренчĕ» конкурсра Кристина Николаева II степень Диплома тивĕçнĕ. Унăн фабрикăри тĕрĕ ăстисем çинчен çырнă ĕçне шкулта уйрăм кĕнекен те кăларнă. Çак çитĕнÿсенче вĕрентекен тÿпи питĕ пысăк. Вăл çул кăтартса, йĕркелесе пынипе ачасем тĕпчевçĕ ĕçне хăнăхаççĕ, ăслăлăха туртăнма пуçлаççĕ.
Кÿкеç лицейĕ темиçе çул ĕнтĕ Мускав патшалăх уçă университечĕн Шупашкарти политехника институчĕпе çыхăну тытать. Кунти ачасем студентсемпе тан ăслăлăх-практика конференцийĕсене хутшăнаççĕ. Килĕшÿ тăрăх институтра лицейрен вĕренсе тухакансем валли кашни çулах икĕ бюджет вырăнĕ уйăрса параççĕ. «Пирĕн ачасем, малтанах тĕрлĕ енлĕ пултарулăхпа палăрнăскерсем, института кĕрсен те студентсен хушшинче çухалса каймаççĕ, - тет Роза Ясонова. - Преподавательсем вĕсене тÿрех уйăрса илеççĕ, ятран пĕлеççĕ, ырласа калаçаççĕ». Çав вăхăтрах вĕсен вĕрентекенне те пысăк пĕлÿллĕ, анлă тавра курăмлă, яваплă пулнăшăн хисеплеççĕ, çултан çул йышăну комиссийĕн председательне е унăн çумне çирĕплетеççĕ. Кÿкеçри 27-мĕш професси училищипе те тахçантанпах туслă, çамрăксене професси суйласа илме пулăшас ыйтусемпе пĕрле ĕçлеççĕ.
- Паянхи ачасем таçтан та информаци илме пултараççĕ, нумай пĕлеççĕ. Çавна май вĕрентекеншĕн - кашни урок экзамен. Ăна ăнăçлă тытма учителĕн куллен вĕренмелле, - тет Роза Николаевна. - Шкулти методика пĕрлешĕвĕсенче çакна тĕп вырăна хураççĕ, кашнин пĕлĕве харпăр хăй тĕллĕн ÿстермелли программа пур. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашатпăр, конференцисенче ăслăлăх ĕçĕсемпе, докладсемпе тухса калаçатпăр. Вĕрентекенĕсем пĕр вырăнта тăманнине кура ачасем те вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ, малаллах талпăнаççĕ. Ку пирĕншĕн нимĕнрен те пахарах.
Оригинал статьи: http://hypar.ru/nws/show/32/12476/index.php?id=s061051328779