Фестиваль уроков чувашского языка

Ака уйăхĕн 28-че Хутарти гимназире чăваш чĕлхи урокĕсен фестивалĕ  пулса иртрĕ. Фестивале Çĕмĕрлери вăтам шкулта ĕçлекен краснова Л. Г. тата Архипова Т. М. активлă хутшăнчĕç.

 Краснова Л. Г. Хутар шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекенсемпе « К. В.  Ивановăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ» вăйă –урок ирттерчĕ.  Урок вăхăтĕнче ачасем К. Ивановăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен хăйсем мĕн пĕлнине кăтартса пачĕç. Ку çеç те мар, вĕрентекен ачасене  Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ  çинчен ку таранччен пĕлмен кăсăк материалсемпе те нумай паллаштарчĕ.      

Урок вĕçĕнче вĕрентекен ачасене урокра активлă ĕçленĕшĕн тав турĕ. Вĕренекенсем  те интереслĕ урокшăн кăмăллă юлчĕç.