Юхма Мишши- паллă çыравçă

Ака уйăхĕн 23-че Çěмěрлери вăтам шкулта  7-8 класс ачисем валли  «Юхма Мишши- паллă çыравçă» презентаци  иртрĕ.  Краснова Л. Г. ачасене паллă çыравçă  пурнăçĕпе пултарулхĕ çинчен  каласа пачĕ.

Юхма Мишши – чăвашсен чи пултаруллă писателĕсенчен пĕри. Учебниксенче Юхма Мишши произведенийĕсем нумай мар, çавăнпа ун çинчен эпир питĕ сахал пĕлетпĕр.

Писатель хайлавĕсем питĕ интереслĕ, вăл вĕсенче халăха, çĕр-шыва, чĕлхене юратма вĕрентет, çут çанталăка ăнланма, хĕрхенме хистет.Чăваш халхĕн паллă çыннисем çинчен: И.Я. Яковлев, А.Г. Николаев, Эмине, чăвашсен чапа  тухнă  çыннисем, чăвашсен чапа тухнă хĕрарăмĕсем, Н.Я.Бичурин, Чапаев тата ытти  нумай чăваш çынни çинчен çырать Юхма.

 Писатель, историк, поэт, драматург, чăваш хушшинчи чăн хастар çын тесе калас килет çыравçă çинчен. Ачасене валли драмăсем çырать, халăха, чăвашлăха юратма вĕрентекен, чăвашсен тĕнчипе паллă çыннисемпе мухтанать, вĕсем пек пулма, халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетме чĕнет ачасене Михаил Николаевич Юхман таланчĕ чăннипех те нумай енлĕ. Çав шутра писатель чăваш ача-пăча литературине аталантарас ĕçре сахал мар ĕçленĕ, ĕçлет те. 

Ача-пăча литературине   аталантарас ĕçре тăрăшса ĕçленĕшĕн Юхма Мишшине  Халăхсем хушшинчи ( Международный) Андерсен ячĕллĕ преми-диплома парса чысланă.

   2000 –мĕш çулта « Сăпка юрри » кĕнекешĕн вăл  Халăхсем хушшинчи ачасем валли  кĕнекесен Канашĕн  Хисеп дипломне илме тивĕç пулнă.                                                                                 

  Писатель произведенийĕсем ачасене туслăха упрама, пĕр-пĕрне пулăшма, çут çанталăка юратма, упрама, ваттисене пулăшма, атте-аннене хисеплеме, юратма, ĕçченлĕхе, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешме вĕрентеççĕ.