Çěмěрлери вăтам шкулта паян,ака уйăхěн 22-мěшěнче чăваш чěлхи эрни пуçланчě. Краснова Л. Г. йěркеленипе чи малтан çамрăк поэтсем хăйсен пултарулăхне кăтартрěç.
-9 класс ачисем юлташěсене хăйсем çырнă сăвăсемпе паллаштарчěç. 1-мěш вырăна Краснова Оьга ( 9класс) йышăнчě, 2-мěш вырăнта - Анисимова Луиза ( 8 класс), 3-мěш вырăна 5 –мěш классем тивěçрěç: Ямброскина Татьяна тата Тырлаков Иван. Маттур, çамрăк поэтсем!