Кǎçалхи çĕртме уйǎхĕн 24-мĕшĕнче Чǎваш автономине йĕркеленĕренпе 90 çул çитет. Çак уява халалласа Çĕмĕрлери вǎтам шкулта чǎваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Краснова Л. Г. тата Чǎваш ен культури вĕрентекен Наумова Т. Н. ертсе пынипе юбилей мероприятийĕ пулса иртрĕ.
Вǎрентекенсем ачасене медиапрезентаци пулǎшнипе Чǎваш Республикине йĕркеленин историйĕпе тата унǎн хальхи тапхǎрти çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç, Чǎваш Ен сулмаклǎ утǎмĕсемпе аталанса пынине кǎтартса пачĕç.
Юлашкинчен «Чǎваш Ен пуласлǎхĕ – пирĕн алǎра» темǎпа ачасем республика пуласлǎхне хǎйсем мĕнле курнине каласа пачĕç. Авалтанпах çапла пулнǎ: тǎван халǎхǎмǎра çĕклесе малалла аталанма пĕр-пĕрне ǎнланни, пĕрлĕх пулǎшнǎ. Çавǎнпа та пирĕн пĕр-пĕрне пулǎшса туслǎ пурǎнмалла тесе пĕтĕмлетÿ турĕç ачасем юлашкинчен.