«Эпир пурте ачалăхран»,--тенĕ пĕр ăслă çын, этем пурнăçĕн çак тапхăрĕ иксĕлми пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса. Ача вăйăсăр ÿсмест, вăйăра унăн ăсĕ-тăнĕ , тавракурăмĕ туптанать, сывлăхĕ çирĕпленет, вăл ушкăнпа пурăнма, ĕçлеме хăнăхать, çут çанталăк хăйне çеç панă «хăвата» тĕрĕслет. «Ырă çын пуласси тихаран паллă», тенĕ пек, вăйăра та малашлăх палăрать.
Саланчăк шкулĕнче вĕренекен ачасем уроксем хыççăн автобус кĕтнĕ вăхăта усăллă ирттереççĕ. Уроксем вĕçленсен вĕсем хăйсем килĕштерекен вăйăсене тата чăваш чĕлхипе литератури учителĕ Архипова Т.М. вĕрентнĕ чăваш вăййисене выляççĕ. Паян та ачасем уроксем хыççăнхи малтан вăхăта уçă сывлăшра ирттерчĕç: «Пахча тусĕсем» тата «Кам маларах?» çĕнĕ вăйăсем вĕренчĕç. Кайран ачасем, яланхи йăлапа, киле панă ĕçсене тума пикенчĕç.